Аманакансен шучĕ чакнă
14 Jul, 2016 | Потребителе

Утă уйăхĕн 14-мĕшĕнче ЧР ĕçпе социаллă хÿтлĕх министрĕ Сергей Дмитриев ĕç сыхлавĕпе çыхăннă видиоçыхăну мелĕпе йĕркеленĕ регионсен хушшинчи конференцие хутшăннă. Унта производствăри хăрушсăрлăхпа çыхăннă йывăрлăхсене, вĕсене мĕнле парăнтармаллине сÿтсе явнă. Регионсем пĕр-пĕрин опычĕпе паллаштарнă. Видеоконференцие РФ ĕçпе социаллă хÿтлĕх министрĕн заместителĕ Григорий Лекарев та хутшăннă.

Производствăра аманнă тĕслĕхсен кăтартăвĕ Чăваш Енре федерацин Атăлçи округĕнче, Пенза облаçĕпе Тутар республики хыççăн, чи пĕчĕкки. Производстăври инкексенче аманакансен шучĕ республикăра кăçалхи 5 уйăхра, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, 7,7 процент чухлĕ чакнă.

Професси чирĕсемпе аптрас, ĕçре аманас тĕслĕхсен шутне сахаллатас, рабочисен сывлăхĕпе пурнăçне упрас, ĕç условийĕсене лайăхлатас, хăрушсăрлатас тĕлĕшпе республикăра ятарлă «Ĕç условийĕсене лайăхлатасси, ĕç сыхлавне çирĕплетесси, ĕçлекенсен сывлăхне упрасси» программа пурнăçланать.

Ĕç сыхлавĕ çинчен калакан вĕрентÿ мероприятийĕсен шучĕ те çулсерен ÿсет. Кăçалхи 5 уйăхра кăна Чăваш Енри вĕренÿ центрĕсенче 4778 çын пĕлĕвне ÿстернĕ.

Татьяна НИКОЛАЕВА.