Алимент парăмĕ - 437 пин тенке яхăн
20 Apr, 2015 | Пулса иртни

Тăвай районĕнче пурăнакан 30 çулти Геннадий Егоров тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçпе айăплав пĕтĕмлетĕвне çирĕплетнĕ май вăл кĕçех суд умне тăрĕ. Арçын алимент тÿлемен.

Суд приставĕ пĕрре кăна мар асăрхаттарнине пăхмасăр Егоров 2010 çулхи апрельтенпе ачине пăхса усрамашкăн алимент тÿлессинчен сĕмсĕррĕн пăрăннă. Парăмăн пĕтĕмĕшле виçи 437 пин тенке яхăнах капланнă.

Геннадий судăн хăйĕнчен алимент шыраса илмелли йышăнăвĕ вăя кĕнине питĕ лайăх пĕлнĕ. Апла пулин те çулталăкра икĕ хут ячĕшĕн кăна укçа куçарнă - 500 тата 1000 тенкĕ. Ачин пурнăçĕпе кăсăкланман, воспитани çине алă сулнă. Официаллă майпа ниçта та ĕçлемен. Суд приставĕ ăна ĕçлеме каймашкăн хут та панă, çук, Егоров халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра çитме ерçеймен. Хăй вара ытти региона ĕçлеме час-часах çÿренĕ. Эппин, укçи пулнă. Арçын официаллă майпа ниçта та ĕçлемесен хăйĕнчен алимент шыраса илеймĕç тенĕ-тĕр.

Вăл йăнăшнă. Официаллă майпа ĕçлеменни алимент тÿлессинчен хăтармасть. Пачах тепĕр майлă. Кун пек чухне алимента Раççейри уйăхри вăтам ĕç укçин виçине тĕпе хурса шыраса илеççĕ. Вăл вара 2014 çулхи декабрьте, сăмахран, 42136 тенкĕпе танлашнă, кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне - 31180 тенкĕ. Апла-тăк Егоров парăмĕ уйăхсерен 7-10 пин тенкĕ /вăтам ĕç укçин 1/4 пайĕ чухлĕ/ ÿссе пынă.

Малтанхи следстви вăхăтĕнче вăл айăпне йышăннă, ÿкĕннĕ, районти пĕр предприятие механизатора вырнаçнă. Çак кунсенче унăн уголовлă ĕçне миравай судьяна тишкерме панă. Асăннă преступленишĕн ĕçлесе юсанмалли приговор палăртма кăна мар, çулталăклăха ирĕклĕхсĕр хăварма та пултараççĕ.

Оксана ЯСТРЕБОВА,

Тăвай районĕн прокурорĕ