Алена Аршинова тĕлпулусене хутшăннă

4 Ака, 2016

Чăваш Енре ака уйăхĕн 2-мĕшĕнче «Единая Россия» партин малтанхи сасăлавĕн пĕрремĕш дебачĕ иртнĕ. Унта хутшăнакансем «Нацие сыхласа хăварасси: вĕренÿ, сывлăх сыхлавĕ, социаллă политика» темăна сÿтсе явнă. Дебата Алена Аршинова депутат, РФ Патшалăх Думинче Чăваш Ен интересĕсене хÿтĕлекенскер, Вĕренÿ енĕпе ĕçлекен комитет председателĕн заместителĕ, уçнă.

«Парти кăмăл пуррисене пурне те малтанхи сасăлава хутшăнма майсем туса пачĕ, унăн кăтартăвĕсем тăрăх çитес суйлаври Патшалăх Думин депутачĕсен кандидачĕсене палăртĕç. Дебат — тĕрлĕ сферăри çивĕч ыйтусене татса памалли çулсене хам мĕнле курнипе суйлавçăсене паллаштармалли меслет.

Маншăн хальччен мĕн тунине кăтартасси çеç мар, малашлăхри ĕç тĕллевĕсене палăртасси те пĕлтерĕшлĕ. Ĕçĕшĕн пысăк пайĕ вĕренÿ ыйтăвĕсемпе çыхăннă. Эпĕ хатĕрленĕ 59 проект РФ саккунĕсем пулса тăчĕç, çав шутран 16-шĕ асăннă сферăна пырса тивет. Регионсенчи шкул умĕнхи вĕрентÿ тытăмне модернизацилемелли программăпа килĕшÿллĕн Чăваш Ен федераци бюджетĕнчен 2013 çултанпа 1 млрд та 600 млн ытла тенкĕ илнĕ. Çак укçапа çĕнĕ 12 пин вырăн йĕркелеме май килнĕ, çав шутрах — çĕнĕ 33 ача сачĕ хута яни. Урăхла каласан — çулталăкра 10 ытла объект хăпартнă, танлаштарма: 2013 çулччен 1-2 ача сачĕ çеç тунă. Унсăр пуçне федерацин ялсенчи вĕренÿ организацийĕсенче физкультурăпа тата спортпа туслаштармалли условисем туса хурассипе çыхăннă программипе килĕшÿллĕн Чăваш Енре икĕ çулта 72 спортзала юсанă. Кăçал та темĕнле кăткăс пулсан та çак программăна лекме тÿр килчĕ, çавна май ял шкулĕсенчи тепĕр 24 спорт зала юсаса çĕнетĕпĕр. Çакă, паллах, çителĕксĕр, малашлăхра ĕç татах нумай.

2016 çулта çĕнĕ шкулсем тăвассипе тата пуррисене реконструкцилессипе çыхăннă программа старт илчĕ, çак тĕллевпе федераци бюджетĕнче кăçал валли 50 млрд тенкĕ пăхса хăварнă. Чăваш Республики ку программăна пурнăçа кĕрме ĕçе хатĕр. Кăçал çĕнĕ 6 шкул тума пуçламашкăн планланă, çапла майпа 2,5 пин ытла вĕренекен валли çĕнĕ вырăнсем йĕркеленĕç. Уйрăммăн илсен — Шупашкарти Гладков урамĕнчи тата Çĕрпÿри çĕнĕ микрорайонсенче шкулсем хăпартма тытăнаççĕ. 2020 çул тĕлне пĕтĕмпе 18 объекта реконструкцилеме планланă, çав шутран 7-шĕ — çĕнĕ шкулсем. Эпĕ малашне те республикăра пурăнакансен ыйтăвĕсемпе сĕнĕвĕсене тĕпе хурса ĕçлĕп. Сĕнÿсем пухма пуçларăм ĕнтĕ, çав шутрах — вĕренÿ сферинчи улшăнусемпе çыхăннисене те», — каласа кăтартнă Алена Аршинова. Дебат вĕçленсен унта хутшăннисем суйлав умĕнхи кĕрешĕве уççăн та тĕрĕс ирттерме калаçса татăлса килĕшÿ алă пуснă.

РФ Патшалăх Думин депутачĕ çав кунах республикăри «Раççее шанмалла, Чăваш Ене юратмалла» вĕренÿ лагерĕн — ăна «Молодая Гвардия Единой России» общество организацийĕн Чăваш регион уйрăмĕ йĕркеленĕ — ĕçне хутшăннă. Экспертсем лагере килнисене тренингсенче, семинарсенче хăйсен опычĕпе паллаштарнă, лекцисем вуланă. Çамрăксем «Çамрăк Гвардин» тĕп проекчĕсене тишкернĕ.

«Хальхи чĕнÿсем тата хăрушлăхсем. Терроризмпа кĕрешесси» — шăпах çак темăпа Алена Аршинова ака уйăхĕн 4-мĕшĕнче И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче лекци ирттернĕ. Çав кунах вăл Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институтĕнче пулнă, педагогсемпе курса калаçнă.

Паян Алена Игоревна Комсомольски районĕнче — ĕçлĕ çул çÿревре. Вăл Элпуçри шкул çуртне хăпартас ĕç мĕнле пынипе паллашать, Тукай Мишерти медресене кĕрсе курать. Çавăн пекех Урмаелти тата Комсомольскинчи 2-мĕш вăтам шкулсенчи педагогика коллективĕсемпе тĕл пулать.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА