«АККОНД» çимĕçĕ - пуринчен те лайăх

25 Раштав, 2015

Паян Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев акционерсен «АККОНД» пĕрлешĕвĕнче çĕнĕ производство линийĕ уçма хутшăнчĕ. Савăнăçлă уявра ЧР вĕренÿ тата ял хуçалăх министрĕсем Владимир Ивановпа Сергей Артамонов, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, «АККОНД» АО гендиректорĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Иванов тата тĕп хулари 5-мĕш гимназин чи хастар вĕренекенĕсем пулчĕç.

Ачасем сумлă хăнасенчен маларах çитнĕ. Предприятире экскурсире пулма, Çĕнĕ çул уявĕнче Хĕл мучипе, Юр пикепе пĕрле кăмăл туличчен савăнма, пылак çимĕç тултарнă кучченеç илме ĕлкĕрнĕ.

Михаил Игнатьев «АККОНДА» пырсан чи малтан гимназистсемпе тĕл пулчĕ, ăçта туса кăларакан канфет килĕшнине ыйтса пĕлчĕ. Тен, чикĕ леш енчи?

- «АККОНДРИ» канфет пуринчен те лайăх тата тутлă, - хуравларĕç ачасем пĕр харăс. Экскурси хăйсене питĕ килĕшнине, çитĕнсен кунта ĕçлес кăмăл пуррине пĕлтерчĕç.

Хăнасем республика Пуçлăхĕпе çĕнĕ производство линийĕ епле ĕçленипе паллашрĕç.

Рубрика: