Акцие ĕç çыннине халалланă

14 Юпа, 2015

Çулсеренех Раççейре октябрĕн иккĕмĕш вырсарникунĕнче ырă та ĕçчен çынсен уявне - Ялхуçалăх ĕçченĕсен кунне - палăртаççĕ. Вăл, ахăртнех, этемлĕхĕн пурнăçĕпе тачă çыхăннă чи çутă та ырă праçник. Мĕншĕн тесен асăннă отрасльте вăй хуракансем чăн малтанах çĕршыва тăрантараççĕ, ытлăх-çитлĕхпе тивĕçтереççĕ.

Ял çынни ÿстернĕ çăкăр, пахчаçимĕç - куллен хула çыннин сĕтелĕ çинче. Çак пуянлăха тăвассишĕн çĕр-çĕр çын тар тăкнине асра тытмалла пирĕн. Пуррине упрама пĕлмелле. Çĕр ĕçĕ питĕ те çăмăл мар, пур çын та ăна пултараймĕ. Çавăнпа та «ылтăн» алăллисен умĕнче пуçа таймалла. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн сентябрĕн 7-мĕшĕнчи Указĕпе килĕшÿллĕн 2016 çул Чăваш Енре Ĕç çыннин çулталăкĕ пулĕ. Ĕç çынни вара вăл чăн малтан - çĕр ĕченĕ, ял çынни... Ыран, октябрĕн 15-мĕшĕнче, Патăрьелти «Çăкăр» историпе этнографи музейĕнче çĕр ĕçченĕсене халалланă ятарлă курав уçăлĕ. Çавăн пекех «Чыс та мухтав сире, ĕç çыннисем!» акци иртĕ.

А.ГРОМОВА.

Рубрика: