Акци Шупашкарта та ирт.

17 Ака, 2015

Май уйăхĕн пĕрремĕшĕнчен пуçласа Шупашкарта Пĕтĕм Раççейри "Çĕнтерÿ сиренĕ" акци иртĕ. Чи малтан çурăлакан çак чечек авалтанпах çуркунне, çутă уяв палли шутланнă. Вăлах - Аслă Çĕнтерÿ символĕ те.

Çу уйăхĕн пĕрремĕш кунĕнче республикăн тĕп хулинчи Студентсен скверĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсем çамрăксем, волонтерсем, тĕрлĕ юхăм хастарĕсем пулăшнипе сирень тĕмĕсем лартĕç, ăна "Çĕнтерÿ аллейи" ят парĕç. Аллея валли çĕршыври селекционерсем ятарласа çар тематикипе тунă сортсене суйласа илнĕ. Кашни сорчĕн хăйĕн ячĕ, вăл е вăрçăри пĕлтерĕшлĕ пулăмпа, е паттăр уйрăм çын ячĕпе çыхăннă. Проект пуçаруçисем тăрăшнипе тăватă çул каяллах куçарса лартмалли сирень тĕмĕсене хатĕрлеме тытăннă.

Ю.ЛИСТОПАД