Акатуйсенче вăй виçсе тĕрекленнĕ

Кÿкеçре пурăнакан Анатолий Кузьмин Çĕпĕрте чылай çул ĕçлесе çирĕпленнĕ. Çакă тата çамрăк чухне спортпа туслă пулни ăна паянхи кун та ăмăртусенче вăй виçме пулăшать.

Анатолий Петрович — Елчĕк районĕнчи Чăваш Тăрăмĕнчен. Ача чухнех сывă пурнăç йĕркине тытса пынăскер шкул хыççăн Канашри педагогика училищине çул тытнă. Алла диплом илсен пултаруллă физкультурник шкулта ачасене вĕрентнĕ. Анчах укçа нуши ăна Çĕпĕре илсе çитернĕ.
— Физкультура учителĕ Анатолий Ильин пире çул кăтартса пычĕ. Йĕлтĕрпе чупма, баскетболла выляма юрататтăм. Вĕрентекен пире кĕрешме те вĕрентетчĕ. Халĕ те хĕлле йĕлтĕр сырмасăр кун иртмест, — терĕ арçын. Сăмах май, вăл районти йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕсене час-час хутшăнать, ветерансен хушшинче чи лайăххисен йышĕнче.
— Акатуйсенче ирттерекен тупăшусенче вăй виçеттĕмĕр. Ун чухне арçынсем кире пуканĕ йăтатчĕç, кĕрешетчĕç. Эпир те, çамрăксем, вĕсене кура помост çине тухаттăмăр. Çĕпĕртен таврăнсан Борис Глинкин хавхалантарнипе кире пуканçăсен турнирĕсене хутшăнма тытăнтăм, — каласа кăтартрĕ Анатолий Кузьмин. Кăçал Шупашкарта ветерансен хушшинче иртнĕ çĕршыв чемпионатĕнче иккĕмĕш вырăн йышăннă вăл. Кÿршĕ регионсенче иртекен ăмăртăвĕсенче те хăйĕн вăйне тĕрĕсленĕ. «Хыпар» турнирĕнче те юлашки икĕ çулта çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ.
— Шел те, пирĕн тăрăхра кире пуканĕ йăтакансен секцийĕ çук, — пăшăрханса калаçрĕ арçын. — Кире пуканĕ йăтасси — спортăн йывăр тĕсĕ. Пысăк чăтăмлăх кирлĕ помост çинче.
Хальхи вăхăтра Анатолий Петрович Кÿкеçри «Улăп» спорт шкулĕнче инструкторта ĕçлет. Спорт керменне çÿрекенсене сывă пурнăç йĕркипе çывăхлатнă вăхăтрах вăл чÿк уйăхĕн 3-4-мĕшĕсенче Шупашкарти маунтинбайк центрĕнче иртекен Пĕтĕм Раççейри турнира хутшăнма çине тăрсах хатĕрленет.

www.hypar.ru 

 

Андрей МИХАЙЛОВ. Анатолий КУЗЬМИН архивĕнчи сăн ÿкерчĕк..

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.