«Акатуй» пулас педагогсем патĕнче хăнара
16 Apr, 2015 | Культура

Чечеклĕ кĕпе-тум, тĕрлĕ чĕлхепе калаçни, Раççейри халăхсен тата кÿршĕсен йăли-йĕрки çинчен каласа кăтартнисем... Мурманскри педагогика колледжĕнче наци культурисен «Раççей пĕрлĕхĕ халăхсен туслăхĕнче» фестивалĕ иртрĕ. Студентсемшĕн, тĕрлĕ диаспора çыннисемшĕн тата колледж хăнисемшĕн çулленех ирттерекен çак уяв ырă йăлана кĕчĕ.

Фестивалĕн кашни кунĕнчех тĕрлĕ халăхсемпе паллаштарчĕç. Малтанхи кун - вырăссемпе, украинсемпе, белоруссемпе. Колледжри художество пултарулăхне хутшăнакансемпе пĕрле сцена çинче «Мурманск облаçĕнчи украинсем» наци-культура автономийĕ» общество организацийĕн членĕсем хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç.

Иккĕмĕш кунхине эстафетăна «Чăваш çĕршывĕ» чăваш культура обществин представителĕсем йышăнчĕç. «Акатуй» ансамбль юрăçи Дина Агеева чăваш халăхĕ пулса кайни, унăн кулленхи пурнăçĕ, йăлана кĕнĕ наци тумĕн уйрăмлăхĕсем çинчен каласа кăтартрĕ. Ăнсăртран мар ĕнтĕ Чăваш Ене çĕр пин юрă, çĕр пин ташă, çĕр пин тĕрĕ çĕршывĕ теççĕ. Ирина Федорова куракансене чăваш тĕррине, чăваш хĕрарăмĕн авалхи тумне /ăна хунямăшĕ парнеленĕ/ кăтартрĕ, усă куракан эрешсен, суйласа илнĕ тĕссен пĕлтерĕшĕсем çинчен пĕлтерчĕ. Чăваш юррисене шăрантаракансен «Акатуй» ансамблĕ /ертÿçи Петр Клементьев/ халăх юррисемпе савăнтарчĕ. Чăваш такмакĕсене те каларĕç.

«Эпир хамăрăн культурăна упратпăр, тĕрлĕ мероприяти ирттеретпĕр, Мурманскра тата Мурманск облаçĕнче пурăнакансене чăваш халăхĕн йăли-йĕркипе паллаштаратпăр. Пирĕн ачасем те хăйсен халăхĕн йăлисене тытса пыччăр, чăвашла калаçчăр, культурăна малалла аталантарччăр», - теççĕ «Чăваш çĕршывĕ» культура обществин хастарĕсем.

Валериан ГАВРИЛОВ.

Сăнÿкерчĕкĕ авторăн