Акара авăн, уявра - савăн
10 Ноября, 2015 | Ял хуçалăхĕ

Уй-хир пушанчĕ. Çĕр тепĕр çуркуннеччен тарăн ыйхăра. Хăш-пĕр лаптăкра кĕрхисем пĕр тикĕссĕн ешереççĕ. Машина-техника паркĕсенче те ĕç шавĕ илтĕнсех каймасть. Фермăсенче вара яланхи пекех хĕрÿ вăхăт. Тĕрĕссипе, ял хуçалăх ĕçченĕсемшĕн çулталăкĕпех канлĕх çук. Ĕçре ĕшеннĕ хыççăн канма, савăнма та пĕлмелле - кăтартусене пĕтĕмлетмелле, малашнехи тĕллевсене палăртмалла...

Иртнĕ эрнере республикăри чылай районти аграрисем хăйсен ĕçне-хĕлне пĕтĕмлетрĕç. Патăрьел районĕнчи ял хуçалăх ĕçченĕсем хăйсен професси уявне чÿк уйăхĕн 6-мĕшĕнче ирттерчĕç. Районăн АПКн кăçалхи 9 уйăхри ĕç-хĕлĕпе администраци ертÿçин пĕрремĕш çумĕ - ял хуçалăх пайĕн пуçлăхĕ Мансур Калмыков паллаштарчĕ. Патăрьелсен ĕçĕ-хĕлĕ курăмлă: патшалăх программине /АПК/ ăнăçлă пурнăçланăшăн республикăн кăнтăрти зонинчи районсен хушшинче район иккĕмĕш вырăн йышăннă.

ЧР Патшалăх Канашĕн вице-спикерĕ, Экономика политики, агропромышленноç комплексĕ тата экологи комитечĕн председателĕ Олег Мешков ентешĕсем чăннипех те пултаруллă пулнине, вĕсен ĕç-хĕлĕпе тивĕçлипех мăнаçланнине палăртрĕ:

- Çĕр ĕçченĕшĕн канлĕх çук. Сирĕн ĕçĕр - курăмлă та пархатарлă. Эсир тăрăшуллă пулнăран район, республика, Раççей вăйлă. Ял хуçалăх производствинче вăй хуракансем - АПК чăн-чăн эталонĕ. Эсир - çĕр чăмăрне Çăкăрпа çителĕклĕн тивĕçтерекенсем.

- Патăрьелсем - ыттисемшĕн ырă тĕслĕх, çĕр ĕçне питĕ хисеплеççĕ, чунтан вăй хураççĕ, - терĕ ЧР ял хуçалăх министрĕн çумĕ Николай Якимов. Вăл республикăн ял хуçалăх министрĕн Сергей Артамоновăн саламĕпе паллаштарчĕ.

Уява пухăннисене çавăн пекех ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «Красное знамя» хуçалăх председателĕ Петр Никифоров, район администраци пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕн-тĕп редакторĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Михаил Арланов саламларĕç.

Уяв, паллах, наградăсемпе илемлĕ. Ял хуçалăх производствинче уйрăмах палăрнисен пысăк ушкăнне тĕрлĕ наградăпа чысларĕç. Çакна та палăртмалла: районти чылай ял хуçалăхĕн ертÿлĕхĕ производство хастарĕсене «Хыпар» хаçат çырăнса парать. Хресчен-фермер хуçалăхĕн ертÿçи Евгений Мартышкин, «Звезда» ЯХПК председателĕ Валерий Кузнецов, улма-çырла питомникĕн генеральнăй директорĕ Владимир Барышников «Хыпар» Издательство çурчĕн Хисеп хутне тивĕçрĕç. Районти пултарулăх ушкăнĕсем уява пухăннисене çĕкленÿллĕ юрă-ташăпа савăнтарчĕç.

Уяв умĕн культура керменĕнче райпо йĕркеленĕ курав уçăлчĕ.

Михаил МИШИН

Михаил МИШИН