Академи ăнтăлуллă çамрăксене кĕтет

18 Раштав, 2015

Уçă алăксен кунне ирттересси вĕренĕвĕн тĕрлĕ организацийĕнче йăлана кĕнĕ.

Раштав уйăхĕн пуç­ламăшĕнче республикăри шкулсенче аслă классенче тата професси ятарлă вĕренĕвĕн учрежденийĕсенче ăс пухакансем валли Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн алăкĕсем уçăлчĕç. 500 ытла çамрăк пухăнчĕ.

Асăннă аслă шкул студенчĕ пулса тăнисемшĕн пысăк квалификациллĕ специалист ятне илессипе пĕрлех ăслăлăхра, общество ĕçĕнче, спортра палăрма та майсем уçăлаççĕ. Ял хуçалăх академийĕн выпускникĕсем Чăваш Ен предприятийĕсенче кăна мар, патшалăх тата коммерци тытăмĕсенче, пĕтĕм тĕнчери пысăк компанисенче, тĕрлĕ регионри вĕренÿ учрежденийĕсенче, наукăпа тĕпчев институчĕсенче ĕçлеççĕ. Çакăн çинчен каласа панă май академи ректорĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Александр Акимов шкулта вĕренекенсен умĕнче аслă шкул хальхи вăхăтпа тан утнине, çак тĕллевпе Европăри, Раççейри тĕрлĕ вузпа ăслăлăх программисен тĕлĕшпе туслă çыхăнура ĕçленине палăртрĕ.

Çак кун академи ĕçченĕсем абитуриентсемпе биологи, общество пĕлĕвĕн, физика, вырăс чĕлхи, математика предмечĕсемпе тÿлевсĕр тестсем йĕркелерĕç. Вĕсен кăтартăвĕсемпе академин официаллă сайтĕнче паллашма пулать.

Рубрика: