Ака-суха /çу уйăхĕн 31-мĕшĕ тĕлне/

2 Çĕртме, 2016

Республикăри çурхи культурăсем 310 пин гектар çинче акнă /иртнĕ çулхинчен 6,3 пин гектар ытларах/. Ку палăртнин 98 проценчĕ. 13 районта акмалли плана тултарнă. Улатăр тăрăхĕнче вăл 82,5 процентпа танлашнă. Çĕрулми 8,6 пин гектар лартнă /çу уйăхĕн 30-мĕшĕ тĕлне, 86,9 процент/. Патăрьел енче вăл 1672 гектар йышăннă. Техника культурисем - 12,6 пин, сахăр кăшманĕ - 1,3 пин, çу культурисем /хĕвел çаврăнăш, рапс, соя, йĕтĕн.../ 11,3 пин гектар акнă. Пахчаçимĕç - 916 гектар е пĕлтĕрхинчен 194 гектар ытларах. Выльăх апачлĕх культурăсем – 31,9 пин гектар. 84 гектар çинче хăмла хунавне çакнă.

Ял хуçлăх организацийĕсенче нумай çул ÿсекен курăксене 899 гектар çинче çулнă. Чи малтан ку ĕçе Çĕрпÿ районĕнчи «Колос» хуçалăхра пуçăннă. Шупашкар районĕнчи «Ольдеевская» агрофирмăра сенаж хываççĕ.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.