Ака-суха - ал çемми

Анлă хирте тăри сассине хупласа хăватлă техника кĕрлет. Çĕр ĕçченĕсем хĕрсех çурхи культурăсем акаççĕ-лартаççĕ. Вăрнар районĕнчи «Санары» агрофирмăра та иртен пуçласа каçченех ĕç шавĕ лăпланмасть. Уяр, типĕ çанталăкпа туллин усă курма тăрăшаççĕ кунта.

Сухаламасăр акаççĕ

Пысăк лаптăкра Олег Яковлев «Джон Дир» тракторпа пĕчченех хуçаланать, çурхи урпа акать. Энерги ресурсне перекетлекен сеялкăпа ытлашши çын кирлĕ мар. Хăмăллă хирте хăватлă техника пĕр тикĕс ĕçлет. «Санары» агрофирмăра вунă çула яхăн ноу-тилл мелĕпе анана сухаламасăр акаççĕ. Кĕркунне тырă вырса кĕртсен комбайнпа улăмне вĕтетсе хире сапаласа хăвараççĕ кăна. Çуркунне хăмăллă, улăмлă лаптăк çинех кăпкалатса акаççĕ. Çакă çĕр пулăхне лайăхлатать, тăкак та палăрмаллах чакать. ГСМ, техника хакĕсем вĕçĕмсĕр хăпарса пынă чухне уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Çитменнине, продукцин хăй хаклăхĕ те чакать.
— Çултан-çул сухаламасăр усă курсан çĕр хытмасть-им? — ыйтрăм ертÿçĕрен.
— Сухаламан анара ăман нумай, хытма памаççĕ. Улăмпа хăмăл тăпрари нÿрĕклĕхе упраççĕ, пулăха лайăхлатаççĕ. Эпир çĕр улми лаптăкне çеç сухалатпăр, — хуравларĕ Роберт Петров. — Çум курăкран гербицидпа хăпатпăр. Чăн та, малтанах калча япăх шăтнăн туйăнать. Каярахпа вăл вăй илсе аталанать. Пусă çаврăнăшне пăхăнса пырсан пулăх та, тухăç та ÿсет.
Çĕнĕ мел Санарпуçсене пысăк тухăç илме пулăшать тейĕн. Иртнĕ çул ĕçченсем пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене гектар пуçне 45 центнера яхăн вырса кĕртнĕ.
Кĕçех «Джон Дир» ĕçе вĕçлесе ана хĕррине пырса чарăнчĕ. Çакна асăрхасан вăрлăх турттаракан машина ун патне васкарĕ. Александр Харитонов водительпе Александр Макаров рабочи ятарлă техникăпа тулли михĕсене сеялка çине куçарма тытăнчĕç.
— 30 гектар çинче çурхи урпа акатпăр. Анара йĕперех, анчах хĕвеллĕ, çиллĕ çанталăкра çĕр типсе кайиччен акса пĕтермеллех, — терĕ Олег Яковлев механизатор.
Акмалли çак комплекс 6 метр сарлакăшне илсе пынă май ĕç хăвăртрах пырать. Унчченхи пек сеяльщиксем те кирлĕ мар. Йăлтах автоматика йĕркелесе тăрать. Çĕр ĕçченĕсем иртен пуçласа каçченех уйра тăрăшаççĕ. Вĕсене кунне икĕ хутчен апат çитерессине йĕркеленĕ. Хĕрÿ тапхăрта ертÿçĕсем хиртен кĕме пĕлмеççĕ. Сиксе тухнă ыйтăва çийĕнчех татса пама тăрăшаççĕ.
Трактор тепĕр хут кĕрлесе кайрĕ, йывăр сеялкăна туртса малалла васкарĕ.
Кÿршĕ хирте вара Владислав Крипчаков механизаторпа Сергей Федоров çĕр улми лартаççĕ. Сергей Горбунов, Вадим Николаев, Владислав Гаврилов водительсем, Петр Краснов тĕп инженер вăрлăх турттарса тăраççĕ. Кĕркунне тулă вырса пуçтарсанах уя сухаласа çĕр улми лартма хысакланă. Кун пек тусан тăпра маларах ăшăнать, ĕç те хăвăртланать. Çапах лаптăкра шыв кÿлленсе тăракан вырăнсем те пур-ха.
— Лапамлă вырăнта çу каçа та йĕркеллĕ типеймест. Вĕсене хăварса акатпăр-лартатпăр. Пирĕн тăрăхра çĕр пулăхĕ чухăн, ăна сидератпа, удобренипе лайăхлатса пымалла, — ăнлантарчĕ Роберт Игнатьевич.
Пулăхсăр тăпра çинче пысăк тухăç илме çĕр ĕç культурине лайăх пĕлни пулăшать вĕсене. Пĕлтĕр «иккĕмĕш çăкăр» та гектар пуçне 250 центнера яхăн кăларса пуçтарнă.

Йывăçне кура…

«Санары» хуçалăх вăрлăх туса илессипе ĕçлет. Çĕр улми кăна çуллен 6-7 сорт çитĕнтереççĕ. Тухăçлисене çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен туянаççĕ. Кăçал «коломбо», «ред скарлет» элита сортсем кÿрсе килнĕ. Унсăр пуçне Раççей ял хуçалăх центрĕн Чăваш Енри филиалĕнчен паранкă /пробиркăра çитĕнтернĕ, чир-чĕртен тасатнă вăрлăх\ туяннă. Ăна вырăнта сарса элита вăрлăх туса илесшĕн. Сăмах май, темиçе çул каялла Сăнарпуç тăрăхĕнче «иккĕмĕш çăкăр» лаптăкĕ хальхинчен икĕ хут пысăкрах пулнă. Юлашки тапхăрта продукци япăх сутăннăран сахалрах лартма тытăннă.
— Пĕлтĕр кĕркунне кăларнă май сутса пытăмăр. Пĕр килограмĕ 6-7 тенке кайрĕ. Кайран 15 тенке те çитрĕ, — пĕлтерчĕ Роберт Петров. — Юлашки вăхăтра çĕр улми хăй хаклăхĕнчен икĕ хут пысăкрах кайни савăнтарчĕ. Çав хушăрах «гала» сортлине крахмал заводне 200 тонна ытларах ăсатма тиврĕ. Мĕншĕн тесен вĕтĕрех тухрĕ вăл. Хуçалăхсем ака-сухана тухсан тин вăрлăх шырама тытăнаççĕ. Туянас текенсем нумай, анчах пирĕн сутлăх юлман. Малалла вулас...

Валентин ГРИГОРЬЕВ. Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.