Африка мурĕ Чăваш Ене те çитрĕ

18 Çурла, 2016

Сыснан сикекен хăрушă чирĕ 2008 çулта хăй çинчен самай калаçтарчĕ. Ăна чи малтан Кавказра тупса палăртнăччĕ.

Темĕн тĕрлĕ сыхлансан та Раççей тăрăх çулсерен çурçĕрелле куçса пычĕ. Вăл пуррине Чулхула облаçĕнче те çирĕплетрĕç. Çавăн хыççăн пирĕн республикăшăн шиклĕх çуралчĕ. Асăрханса ку таранччен чиперех пурăнтăмăр-ха.

Çак кунсенче вăл Чăваш Ене те çитрĕ. Çурла уйăхĕн 14-15-мĕшĕнчи çĕрле Пăрачкав районĕнчи Напольное салинчи Николай Владимировăн хушма хуçалăхĕнче 4 уйăхри сысна çури вилнĕ. Владимир облаçĕнчи Покров хулинче ирттернĕ тĕпчев çурана Африка мурĕн вирусĕ ернине çирĕплетнĕ.

Паян Шупашкарта Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе Правительствăн асăрхаттарас, чрезвычайлă лару- тăрăва пĕтерес енĕпе ĕçлекен тата выльăх чирĕ анлă сарăлассипе кĕрешекен чрезвычайлă комиссисен пĕрлехи анлă ларăвĕ иртрĕ. Сăмах республикăра кĕтмен хăрушă амак сарăласран çулне пÿлме тата Пăрачкав районĕнчи мĕнпур сыснана /çак ен шăпах хăрушлăхпа пĕрремĕш зонăна кĕрет/ тĕп туса çĕр айне чикме йышăннă мероприятисене тăхтаса тăмасăр пурнăçламалли çинчен пычĕ. Михаил Васильевич çурла уйăхĕн 17-мĕшĕнчен пуçласа Пăрачкав районĕнчи Напольное салинче карантин туса хуни, Африка чумипе кĕрешекен оперативлă штаб йĕркелени çинчен пĕлтерчĕ.

Журналистсене Россельхознадзорăн Чăваш Енри тата Ульяновск облаçĕнчи управлени ертÿçин заместителĕ Александр Андреев, ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов тата ЧР патшалăх тĕп ветеринари инспекторĕ Сергей Скворцов лару хыççăн тĕплĕнрех ăнлантарчĕç.

Александр АНДРЕЕВ:

— Пăрачкав районĕнче пурăнакансен сыснасене пусса тирпейлеме вуçех юрамасть. Района вĕсене илсе кĕме те, илсе тухма та чарнă. Çул çине тĕрĕслев посчĕсене тăратнă. Тăпран паха сийне хырса илсе çунтарса пытармалли вырăн хатĕрленĕ. Сыснана килтен илсе кайнăшăн кашни кило-грамм пуçне 102 тенкĕ, шăнтмăшри сысна ашне илнĕшĕн килограмшăн 146 тенкĕ тÿлеççĕ. Çунтарнă хыççăн 3 метртан кая мар чавнă шăтăкра пытараççĕ. Урăхла май çук. Хăрушлăх кăларса тăратакан 2-мĕш зона Напольное салинчен 100 километра сарăлать. Мероприятире йышăннă ĕçсене васкавлă ирттермесен вирус инфекцийĕ сарăлас хăрушлăх пысăк.

— Чир кунта епле лекнĕ, мĕнле те пулин верси пур-и? — ыйту пачĕ «Хыпар» журналисчĕ.

— Сăлтавне палăртма кая юлтăмăр пулас. Çак салара уйăх пуçламăшĕнче икĕ хуçалăхра сысна вилнĕ. Хуçисем вĕсене никама пĕлтермесĕр вăрманта пытарнă. Çийĕнчех тĕпченĕ пулсан сăлтавĕ уçăмланатчĕ. Халĕ çав вилесене чавса кăларса ытти сыснапа пĕрле çунтармалла.

Сергей АРТАМОНОВ:

— Инкек — республикăри выльăх-чĕрлĕх отраслĕшĕн пысăк çухату. Мероприятие çурла уйăхĕн 26-мĕшĕччен йăлтах пурнăçламалла. Александр Борисович палăртрĕ ĕнтĕ: чĕрĕ сыснана тараса çинче тĕрĕс виçсе акт çыраççĕ, ун тăрăх тивĕçлипе тÿлеççĕ. Халăхăн карантин вăхăтĕнче ытти выльăх какайĕпе пурăнмалла. Çак тапхăр вĕçленсен тин Пăрачкавсем сысна отрасльне çĕнĕрен чĕртме пултараççĕ.

Сергей СКВОРЦОВ:

— Анлă ларура райадминистраци пуçлăхĕн заместителĕсем, сысна ĕрчетекен хуçалăх ертÿçисем, ытти ĕçтеш те пулчĕç. Инкек пурне те шухăша янă. Унпа кĕрешме план туса хатĕрленĕ. Тутар, Мордва, Мари республикисене, Чулхула облаçне çакăн çинчен пĕлтернĕ.

В.ВАЛЕНТИНОВ

Рубрика: