Ачине вĕлернĕ хĕрарăмăн явап тытма тивĕ

26 Чÿк, 2018

Ачине вĕлернĕ тесе айăпланакан Шупашкарта пурăнакан 17 çулти хĕр тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе тишкерсе пĕтернине пĕлтерет РФ СК республикăри управленийĕ.

Уголовлă ĕç материалĕсенчен çакă паллă: кăçалхи авăн уйăхĕн 16-мĕшĕнче Богдан Хмельницкий урамĕнчи нумай хваттерлĕ пĕр çуртăн çÿп-çап контейнерĕнче тин çуралнă хĕрача виллине тупнă.

Çийĕнчех уголовлă ĕç пуçарнă. Следовательсемпе право хуралĕн ытти ĕçченĕсем оперативлă шырав ĕçĕсене тĕрĕс йĕркеленĕрен айăплине те часах тупнă. Çак çуртрах пурăннă амăшĕ пулма килĕшменскер. Следстви версийĕ тăрăх, авăн уйăхĕн 15-мĕшĕнче каçхине хĕр çуратнă вăл, ăна пĕр шелсĕр çÿп-çаппа тухса тăкнă. Пĕчĕкскер сурансене пула çийĕнчех сывлама чарăннă.

Айăпне хĕр хăй те йышăннă, тĕрлĕ тĕрĕслев те çакна çирĕплетет. Уголовлă ĕç вĕçне Ленин район сучĕ пăнчă лартĕ.

Следовательсем кунашкал тата икĕ тĕслĕхе уçăмлатас тĕлĕшпе ĕçлеççĕ. Кăçалхи кăрлачăн 5-мĕшĕнче Шупашкарти çÿп-çап суйламалли комплексра тата çу уйăхĕн 5-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкарти культурăпа кану паркĕнче тин çуралнă ачасен виллисене тупнă. Асăннă тĕслĕхсемпе çыхăннă информацие пĕлекенсене следовательсем кун пирки пĕлтерме тимлесех ыйтаççĕ. Кăрлачăн 5-мĕшĕпе çу уйăхĕн 5-мĕшĕччен хырăмпа пек туйăннă, халĕ пĕчĕк ачасăр хĕрарăмсем пирки систерни те вырăнлă пулĕ. Шăнкăравламалли телефонсем: /8352/ 62-01-73, 66-24-88, 66-24-31, 8-965-687-85-78 /РФ СК ЧР СУ/ е 02, 102 /ЧР ШĔМĕ/. Информацие Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 6-мĕш çурт /РФ СК ЧР СУ/ адреспа та пĕлтерме юрать.

Ят-шыв вăрттăнлăхра юлĕ.

www.hypar.ru

Татьяна НАУМОВА.

Комментари хушас