Ачасене сĕрĕм тивнĕ

5 Пуш, 2018

Хваттерти газ колонкин мăрйине йĕркеллĕ çирĕплетменнине пула пĕр çемьере инеке сиксе тухнă: пилĕк ачана сĕрĕм тивнĕ. 9,12, 13,14, 16 çулсенчискерсене больницăна ăсатнă. Халĕ вĕсен сывлăхĕ хăрушлăхра мар.

Ку пуш уйăхĕн 5-мĕшĕнче Шупашкарти Павлов Мичман урамĕнчи пĕр çуртра çĕрле 2 сехет тĕлĕнче пулса иртнĕ. Пилĕк ачи те пĕр пулĕмре çывăрнă, ашшĕ-амăшĕ - тепринче. Аслисем хваттерте иккĕленÿллĕ нимĕнле шăрша та туйман.

Вырăна газ службин ĕçченĕсем çитнĕ. Малтанлăха палăртнă тăрăх, мăрьене стена çумне лайăххăн çирĕплетмен, хушăксенчен сĕрĕм сывлăша тухнă. Специалистсем газа килме чарнă.

РФ СК Чăваш Енри управленийĕ ĕç-пуçа малалла тĕпчет.

Рубрика: 
Теги: 

Комментари хушас