Ачасене опекăна илекен йышланнă

30 Авăн, 2016

Паян Правительство çуртĕнче 2012-2017 çулсенче ачасен интересĕсене хÿтĕлесе пурнăçламалли Наци стратегийĕн ыйтăвĕсемпе ЧР Пуçлăхĕн çумĕнчи Координаци канашĕн ларăвĕ иртрĕ.

Унта тĕрлĕ ведомство, район администрацийĕсен пуçлăхĕсем пухăнчĕç. Ларура ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнă ачасем пирки калаçрĕç. ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев каланă тăрăх — юлашки çулсенче ачасене опекăна илекен çемьесем йышланнă. Тулли мар çемьесен шучĕ те самаях чакнă.

Ирина КОШКИНА.

Рубрика: 
Теги: 

Новости по теме