Ачасене – чи лайăх кĕнекесем

2 Юпа, 2015

Чăваш Республикин Информаци политикипе масăллă коммуникаци хатĕрĕсен министерстви çулсеренех ачасемпе çамрăксем валли чăвашла çырнă произведенисен конкурсне ирттерет. Çыравçăсен пултарулăхне хавхалантаракан çак ăмăртăва Министрсен Кабинечĕн 2011 çулхи июнĕн 16-мĕшĕнче йышăннă постановленийĕпе килĕшÿллĕн йĕркелесе пыраççĕ. Кăçал конкурса 12 автор пĕрер алçыру сĕннĕ, çĕнтерÿçĕсене сентябрĕн 25-мĕшĕнче палăртнă.

Экспертсен сасăлавне пĕтĕмлетсе «Шкул çулне çитмен тата кĕçĕн классенче вĕренекен ачасем валли çырнă хайлавсем» номинацире Галина Антоновăна ŸМатвеевăнаŸ «Курак тăманĕ» алçырушăн 50 пин тенкĕ пама йышăннă. Вăтам ÿсĕмри тата аслă классенче вĕренекен ачасем валли çырнă хайлавсем хушшинче Николай Петровăн ŸИшентейăнŸ «Татăк тăрăллă ватă юман» тата Ольга Куликовăн /Улькка Эльменĕн/ «Сарă кĕпе» алçырăвĕсене чи лайăххисем тесе палăртнă. Çак икĕ автора 75-шер пин тенкĕлĕх грантсемпе тивĕçтерĕç.

Конкурсра çĕнтернĕ алçырусене Чăваш кĕнеке издательствин 2016 çулхи тематика планне кĕртĕç, çапла майпа чи лайăх хайлавсем тĕрлĕ ÿсĕмри вулакан патне тăпăл-тăпăл та илĕртÿллĕ кĕнекесем пулса çитĕç.

Теги: