Ачасен сывлăхне упрасси - тĕнче шайĕнче

Чăваш Енĕн пĕчĕк ачасен вилĕмне сирессипе çыхăннă кăтартăвĕсем Европа, АПШ тата Япони шайĕсемпе танлашнă. Çакăн пирки РФ сывлăх сыхлавĕн министрĕ Вероника Скворцова Пĕтĕм Раççейри селектор канашлăвĕнче пĕлтернĕ.

Ку мероприятие ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ Алла Салаева, ЧР сывлăх сыхлавĕн тата вĕренÿ министрĕсем Алла Самойловăпа Владимир Иванов хутшăннă.

Вероника Скворцова палăртнă тăрăх, 2015 çулта çĕршывра пĕчĕк ачасем вилесси палăрмаллах чакнă. «Асăннă кăтарту 6 процент шайне кармашать. Уйрăм регионсене - Чăваш Республикине, Пенза, Тамбов, Киров, Магадан облаçĕсене, Ненец автономи округне - лайăххипе палăртса хăвармалла. Асăннă регионсен кăтартăвĕсем Европăрипе, АПШрипе тата Японирипе танлашнă».

Валентина СМИРНОВА