Ачасемшĕн тăрăшасси - тĕп тĕллевсен йышĕнчех

18 Раштав, 2015

Раштавăн 17-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн çумĕнчи 2012-2017 çулсенче ачасен интересĕсене хÿтĕлессипе Наци стратегине хута ярассине йĕркелекен Координаци канашĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Ăна 2015 çула пĕтĕмлетессине, çитес çул валли тĕллевсемпе ĕçсем палăртассине халалларĕç.

Иртсе пыракан çул Раççейре - Литература çулталăкĕ. Çавна май чи малтанах канаш членĕсем Чăваш Ен территорийĕнчи культура тата вĕренÿ организацийĕсенче ача-пăча вулавне аталантарассипе мĕнлерех ĕçсем туса ирттернине тишкерчĕç. Çакăн пирки тĕплĕн Чăваш Республикин культура министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Константин Яковлев каласа кăтартрĕ. Унăн доклачĕ çумне Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов хушса каларĕ. Константин Геннадиевич Чăваш Ен Раççей субъекчĕсен хушшинчи рейтингра вулав енĕпе чи малти çирĕм регион йышне кĕнине палăртрĕ. Леонид Ильич Шупашкар Раççейĕн чи нумай вулакан пилĕк хулин йышне кĕнине савăнса пĕлтерчĕ.

Ларура Комсомольски, Елчĕк, Тăвай районĕсенче ача-пăча интересĕсене хÿтĕлесе наци стратегине пурнăçлассипе мĕнлерех мерăсем йышăнни çинчен Алексей Самаркин, Леонард Левый, Владимир Ванерке анлă докладсем турĕç.

Ирина ПУШКИНА

Рубрика: