Ачасем — парадра

8 Çу, 2018

Паян Хĕрлĕ тÿреме Çĕнтерÿ кунне халалласа ача сачĕн шăпăрланĕсемпе шкул ачисем парада тухнă.
«Шкул çулне çитмен ачасемпе çамрăк армеецсен парачĕ» акци Шупашкарта 4-мĕш хут иртнĕ. Вăл 3 пин хула çыннине пĕрлештернĕ. Çĕнтерÿ уявĕ умĕн вĕсене сумлă хăнасем — хула пуçлăхĕ Евгений Кадышев, унăн çумĕ Николай Владимиров, Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министрĕн çумĕ Алевтина Федорова, хула администрацийĕн вĕренÿ управленийĕн ертÿçи Дмитрий Захаров, çар ĕçĕсен инвалид салтаксен регионти пĕрлешĕвĕн председателĕ Геннадий Матвеев — саламланă.
— Эсир Тăван çĕршывăн — Раççей Федерацийĕн — чăн-чăн хÿтĕлевçисем. Эсир — пирĕн çирĕп те шанчăклă пуласлăх. Хÿтĕлемелĕх сирĕн аслă çĕршыв пур. Çавăнпа паттăр та вăйлă çитĕнсе чăн-чăн патриот пулмалла. Çу уйăхĕн 9-мĕшне те — Аслă Çĕнтерÿ кунне — ялан асра тытмалла, — палăртнă Евгений Кадышев.
Парадра хулари мĕн пур ача сачĕпе шкулти ачасем хутшăннă. Пурте, чи пĕчĕккинчен пуçласа асли таранах, тĕрлĕ çар тумĕпе пынă. Мероприяти хальчченхи пекех мăнаçлă иртнĕ.
Елена ЛУКИНА.
Хула администрацийĕн вĕренÿ управленийĕн сайтĕнчи сăн ÿкерчĕксем.

 

Рубрика: 
Теги: 

Комментари хушас

Новости по теме