Ачан пурнăçĕ ашшĕ-амăшĕнчен килет

25 Утă, 2018

Ачан пурнăçĕ ашшĕ-амăшĕнчен килет. Шалти ĕçсен министерствин Патшалăхăн çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн инспекцийĕн Чăваш Енри управленийĕнче утă уйăхĕн 25-мĕшĕнче ирттернĕ пресс-конференцире çак шухăша пурте каларĕç: Чăваш Енри ачасен правине хÿтĕлекен уполномоченнăй Елена Сапаркина та, управлени пуçлăхĕ Владимир Романов та, ШĔМĕн çул çитменнисен ĕçĕпе тимлекен уйрăмĕн пуçлăхĕ Наталия Чапурина та.

Пакунлисем ачасем çулта-йĕрте шар курни пирки ытларах чарăнса тăчĕç пулсан, Елена Сапаркина пĕчĕккисем инкеке лекнине пĕтĕмĕшле тишкерчĕ. Çак уйăхри икĕ эрнере 287 ача /!/ тĕрлĕ сăлтава пула суранланнă. Елена Владимировна илсе кăтартнă тĕслĕхсенчен пĕри тепринчен чуна çÿçентерет: пĕрне вĕлле хурчĕ сăхнă; тепри, çулталăкри ача, ваннăйра шывпа чыхăннă; виççĕмĕшĕ эмел хыпса лартнă; тăваттăмăшĕ алла пуртă ярса илсе аманнă… Ачасен правине хÿтĕлес енĕпе ĕçлекен уполномоченнăй асăрхаттарăвне шута илме ним кăткăсси те çук тейĕн. Пĕчĕккисене хăрушсăрлăх кăтартма пултаракан пахчари пĕвесене, ытти çавăн йышши вырăна карта тытса çавăрасси, тĕрлĕ химиката ал айĕнчен илсе хурасси т.ыт.те - çын çĕнейми ĕç мар.

Аслисем хăйсен шăпăрланĕсене аслашшĕ-асламăшĕ е кукашшĕ-кукамăшĕпе çеç мар, пĕве кĕмен пиччĕш-йăмăкĕпе е пули-пулми пĕлĕшĕпе пăрахса хăвараççĕ. Утă уйăхĕн 18-мĕшĕнче, акă, Патăрьелте 2 çулхи арçын ача марганцовка илсе хыпнă. Етĕрне районĕнчи Совхознăй поселокра çулталăкри ачана 14-ри икĕ хĕрачапа хăварнă. Пĕчĕкскере вĕсем чÿрече янахĕ çине хăпартса лартнă. Çав вăхăтра пĕри урăх пÿлĕме кайнă, тепри алла телефон ярса илнĕ. Инкек çири кĕперен çывăх: çулталăкри хĕрача чÿречерен персе аннă. Канаш районĕнчи Тури Юнтапара ултă çулти ывăлне амăшĕ паллаканĕпе хăварнă. Шăпăрланăн килте ларас килмен курăнать – пĕчĕк тусĕсемпе шыва кĕме кайнă. Унта вăл путса вилнĕ.

Çул-йĕр çинче, ку ыйту хуласенче уйрăмах çивĕч, мопедсемпе çил хăвалакан яшсемпе хĕрсем инкеке лекеççĕ.

Çывăх çыннăмăрсемшĕн хамăрăнах яваплă пулмалла. Пирĕн ачамăрсем пире кирлĕ. Çакна кашни самантра асра тытсан инкекрен те пăрăнма май килĕччĕ.

Комментари хушас