Ача сачĕ - Пĕтĕм Раççейри конкурс лауреачĕ

16 Раштав, 2015

Шупашкар хулинчи 134-мĕш ача сачĕ "Раççейри шкул çулне çитменнисен чи лайăх 100 вĕренÿ учрежденийĕ" конкурс лауреачĕ пулса тăнă.

Конкурсра Раççей Федерацийĕнчи патшалăх лицензийĕ илнĕ, аккредитаци тухнă пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсен, лицейсен, гимназисен, шкул çулне çитменнисен учрежденийĕсен тата хушма пĕлÿ паракан учрежденисен хушшинче ирттернĕ. Конкурса Санкт-Петербургра Пĕтĕм Раççейри "Пуласлăх шкулĕ. Раççейри ку чухнехи шкула аталантармалли çивĕч ыйтусемпе малашлăх тĕллевсем" IV форум вăхăтĕнче пĕтĕмлетнĕ.

Çакнашкал конкурса пуçласа 2013 çулта ирттернĕ, ăна Раççей Федерацийĕнчи шкул çулне çитменнисен вĕренÿ учрежденийĕсен, ача сачĕсен, ачана аталантармалли центрсен хушшинче ырласа йышăннă. Конкурс никама пăхăнман хаклава тĕпе хурса учрежденин вĕренÿпе воспитани, административлă тата хуçалăх ĕçĕ-хĕлĕн кăтартăвĕсене палăртма май парать.

Шупашкар хулинчи муниципалитетăн шкул çулне çитменнисен вĕренÿ учрежденине - 134-мĕш ача садне /"Жемчужинка"/ - конкурс лауреачĕ тесе йышăннă. Ăна ылтăн медальпе, "Раççейри шкул çулне çитменнисен чи лайăх 100 вĕренÿ организацийĕ" дипломпа наградăланă. Вĕренÿ учрежденийĕн ертÿçине Наталья Садовниковăна "Çулталăк заведующийĕ - 2015" хисеп паллипе чысланă.

А.ВАСИЛЬЕВА.

Рубрика: