94-ри кинемей «Хыпар» кăларăмĕсене вулать

20 Авăн, 2018

Паян пирĕн «Хыпар» издательство çуртĕнче 94 çулти кинемей пулчĕ. Зинаида Михеева наци медиахолдингĕн кăларăмĕсене туянас тĕллевпе çитнĕ. «Чăваш пичечĕн» киоскĕсенче сутма пăрахрĕç те», – терĕ вăл пире. Çапла, асăннă предприяти панкрута тухас патне çитнĕ те, халĕ пирĕн кăларăмсене Раççей почтин мĕнпур уйрăмĕнче тата редакцире туянма пулать.

Зинаида Михеевна – çÿллех мар, яштака пÿ-силлĕ хĕрарăм. Вăл Элĕк районĕнчи Крымсарайккă тăрăхĕнче 1924 çулта çуралнă. Çав ял çыннипех пĕрлешсе çемье çавăрнă, пĕр вăхăт вырăнти колхозра ĕçленĕ. Вăрçă çулĕсенче ăна окоп чавма ăсатнă. Унта темиçе уйăх ĕçленĕ хыççăн тата ялти икĕ хĕрпе вăрман касма янă. 1942–1944 çулсенче  çав енĕпе тимленĕ. Ятарлă план пулнă. Палăртнине яланах пурнăçланăран вĕсене питĕ мухтанă.

Хулана Зинаида Михеевнăна налук нуши илсе çитернĕ. «Ялта пурăнаканăн налук нумай тÿлемеллеччĕ. Укçа çукчĕ. Çавăнпа 1949 çулта Шупашкара куçса килтĕм», – каласа кăтартрĕ вăл пире.

Шупашкарта Зинаида Михеевна стройкăра ĕçленĕ. Малтан – тĕрлĕ ĕç пурнăçлаканта, кайран – «Пионер» текен пысăках мар кранпа. Тăрăшуллине кура мастер ăна штукатура вĕренме сĕннĕ. «Стройкăри пĕр арçын-рабочи çумне çирĕплетрĕç те штукатурка тума хăнăхрăм. Кайран маляр пулма вĕрентрĕç», – аса илчĕ кăмăллă кинемей.

Паян Зинаида Михеевна Людмила хĕрĕн çемйипе пурăнать. «Мăнуксем мĕнле лайăх пăхаççĕ», – кĕске калаçура темиçе хут та ăшшăн асăнчĕ вăл çамрăксене. «Вăрман каснă чух йывăç айне пулса кăвакарса кайса выртнă эпĕ. Пĕрле ĕçлекен хĕрсем Çинккă вилчĕ ĕнтĕ тесе макăрнă. Больницăна илсе кайнă, унта сиплерĕç. Анне вара вилĕмрен ахальтен юлман ĕнтĕ вăл, курмалли пулнă тесе шухăшланă. Турри усрать пуль мана», – терĕ çулне кура мар вăр-вар ватă.

Зинаида Михеева шăпипе «Хыпар» хаçатăн çывăх номерĕсенчен пĕринчен тĕплĕнрех паллаштарăпăр.

www.hypar.ru

Рубрика: 
Теги: 

Комментари хушас