920 çын диктант çырнă

6 Юпа, 2016

Юпа уйăхĕн 4-мĕшĕнче Раççейре пурăнакансем этнографи диктантне çырнă. Чăваш Енре ку мероприятие 7 лапамра — Шупашкарта, Канашра, Çĕнĕ Шупашкарта, Улатăрта — йĕркеленĕ. Пирĕн республикăри 920 çын хăйĕн пĕлĕвне тĕрĕсленĕ.

Тĕп хулара пурăнакан 500 çын И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче диктант çырнă. Студентсемпе тата вĕрентекенсемпе пĕрле ЧР культура министрĕ Константин Яковлев, ЧР вĕренÿ министрĕ Юрий Исаев та пĕлĕвне тĕрĕсленĕ. Акци йĕркелÿçисем палăртнă тăрăх, ку диктант çынсем этнографие еплерех пĕлнине палăртма пулăшĕ. Тĕрлĕ ыйту пулнă: Раççейре пурăнакан халăхсем, вĕсен йăли-йĕрки, наци кухни... Диктанта чÿк уйăхĕн 4-мĕшĕнче пĕтĕмлетĕç. Палăртмалла: унта экзаменри пекех 100 балл пухма май пур.

Рубрика: