90 çынран - 50 млн тенкĕ
10 Jul, 2015 | Пулса иртни

Чăваш Енре пурăнакансене «Сберегательный Союз» кредит потребитель кооперативĕ мĕнпе илĕртнĕ? Паллах, пысăк процент ставкипе! 2013 çултан пуçласа кăçалхи февраль уйăхĕчченех кооператив ертÿçи çынсемпе уйăхран пуçласа çулталăкченех килĕшÿ тунă. Ăна кура процент ставки те ÿснĕ. Вкладшăн çулталăкра 29-тан пуçласа 60 процент таранах тавăрса пама шантарнă. Пысăкрах тупăш илме хăтланса çынсем пухнă укçине кооператива илсе кайнă. Анчах палăртнă вăхăт иртсен укçине те, процентне те тавăрма васкаман ертÿçĕ.

Чăваш Ен прокуратури пĕлтернĕ тăрăх - «финанс пирамиди» пек йĕркеленнĕ кооператив ĕçне кĕçех чарса лартнă. Унăн ертÿçи, Хусанта пурăнакан 34 çулти ултавçă вара тарнă. Малтанлăха палăртнă тăрăх - унăн капкăнне 90 çын çакланса 50 млн тенкĕ çухатнă.

Шел, асăрхаттарсан та ултавçăсен серепине çав-çавах çакланаççĕ-ха çынсем. 2014 çулта кăна «Мобайлтрейд Групп» пĕрлешĕве укçине хывнă 90 çын шар курнăччĕ. Иртнĕ çулхи декабрьте «Гарант-Кредит» потребитель пĕрлешĕвĕн икĕ ертÿçине айăплама ĕç пуçарнă. Вĕсен финанс пирамидине 2 пин çын çакланнă. Кăçалхи апрельте вара «ТрастКапитал» кредит потребитель кооперативĕн ертÿçисене те явап тыттарма уголовлă ĕç пуçарнă. Ултавçăсем 100 çынна 20 млн тенкĕлĕх тăкак кăтартнă. Вăрăсене тупса пулĕ-ши?