7 çемье пособи илме тытăннă

Чăваш Енри районсенчи социаллă хÿтлĕх пайĕсене кăçал пĕрремĕш ачана кĕтсе илнĕ телейлĕ çемьесем пособи ыйтăвĕпе пыма пуçланă та ĕнтĕ.

Аса илтеретпĕр, 2018 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен тытăнса Раççейре социаллă тÿлев çĕнĕ тĕсĕ хута кайнă. Федерацин «Ачаллă çемьесене уйăхсерен памалли тÿлевсем çинчен» саккунĕпе килĕшÿллĕн пĕрремĕш ача çуралсан вăл 1çулталăк та 6 уйăха çитиччен çемье уйăхсерен пособи илсе тăма пултарĕ. Чăн та, социаллă пулăшăвăн ку тĕсне çемьере çын пуçне тивекен тупăш ĕçлекен халăхăн пурăнмалли чи пĕчĕк виçинчен 1,5 хут ытла иртмесен кăна тивĕçеççĕ.

Республикăра пособие 4,5 пин çемье илсе тăма пултарĕ. Кăрлачăн 30-мĕшĕ тĕлне пурĕ республикăра 21 çемьерен ыйту йышăннă. Вĕсенчен 7-шĕнче тин çуралнă пĕрремĕш пепкешĕн пособие илме тытăннă та ĕнтĕ.

 

Ирина ИВАНОВА.

Комментари хушас