6 çултан тупăннă
9 Ноября, 2015 | Пулса иртни | Экстремизм

Алтай Республикинче 6 çул федераци шыравĕнче пулнă Канаш район çыннине тытса чарнă. Ăна экстремизмла ĕçсем тума пултарнă тесе айăплаççĕ.

Следстви версийĕ тăрăх, саккуна пăснăскер 2007-2009 çулсенче ниционалистсен ушкăнĕнче тăрса Канаш хулинче халăх нумай çÿрекен вырăнсенче тĕрлĕ хут, видео салатнă. Вĕсем вара ытти наци çынни тĕлĕшĕпе курайманлăх çуратма, пуçлăхсене вăйпах ĕçрен кăларттарма хистенĕ.

Уголовлă ĕç пуçарсан право хуралĕн органĕсем ăна хăйсем патне чĕнтернĕ. Анчах арçын тарса çухалнă. Çавăнпах ун пирки федераци шыравне пĕлтернĕ. Кăçалхи юпа уйăхĕн вĕçĕччен вăл ăçта пурăнни те паллă пулман. Халĕ ăна Чăваш Ене илсе килнĕ. Следстви уголовлă ĕçе уçăмлатас тĕлĕшпе малалла ĕçлет.

Анна НИКОЛАЕВА.

Анна НИКОЛАЕВА