382 саккун республика аталанăвĕшĕн ĕçлеççĕ

24 Раштав, 2015

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн 34-мĕш сессийĕ Юрий Попов спикер парламентăн кăçалхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетнипе уçăлчĕ: "Суйлавçăсем депутат мандатне пире шанса панăранпа кашниех хăйĕн тивĕçне чыслăн пурнăçлама тăрăшрĕ, патшалăхăн социаллă программисене пурнăçа кĕртме витĕмлĕ тÿпине хыврĕ. Кăçал эпир 382 саккун йышăнтăмăр, вĕсем пурте республика аталанăвĕшĕн, унăн экономикин вăй-хăвачĕшĕн, тĕрлĕ сферăпа отрасльти ĕç-хĕлĕн тухăçлăхне ÿсермешкĕн ĕçлерĕ..."

Раштавăн 24-мĕшĕнчи сессин кун йĕркинчи пĕрремĕш саккун проекчĕ "Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" ята камсем тивĕçессине палăртассине тата мĕнле çăмăллăхсем парассине сÿтсе явассипе çыхăннă. Сăмахран, тăван республикăмăрта çуралса ÿснисем, унăн тулашĕнче ĕмĕрех ĕçлесе пурăннисем, каярахпа, тăван кĕтесе таврăнсан сумлă çак ята тивĕçме пултараççĕ-и? Вĕсене тата ыттисене социаллă пулăшăвăн хăш шайĕпе çăмăллăх памалла? Ку тата ытти ыйту депутатсене нумай калаçтарчĕ, анчах ĕç министрĕ С.Димитриевпа профильлĕ комитет председателĕ П.Краснов кашни ыйтăва уçăмлатнă хыççăн парламентарисем ăна икĕ вулавпа йышăнчĕç. Вăя кĕрекен саккунăн тулли варианчĕ хаçатсенче кĕçех пичетленнĕрен ун çинче тĕплĕн чарăнса тăмăпăр.

Рубрика: