27 çултан амăшне те, ашшĕне те тупнă
Мĕн çыраççĕ хаçатсем

Вĕсен пĕрлехи пĕр сăн ÿкерчĕк те çук: камера е Андрей аллинче, е амăшĕнче, е тата ашшĕнче. Телей патне çак çынсем 27 çул утнă. Уйрăмшарăн. Планета çинче пĕчченшерĕн пурăннă 3 çын каллех пĕр-пĕрне тупнă.

Çурта лартнă

1985 çулхи раштавăн 15-мĕшĕ - çак куна Алла нихăçан та манмĕ. Тата килти çĕр çăтасшĕ кăмакана. Ăна Славик çук чухне хутмалла, вутă çурмалла пулнă. Хĕрарăмăн çие юлнă, çиччĕмĕш уйăх, икĕ хутчен больницăра сипленсе тухнă. Алла пуртă ярса илнĕ, сулса янă та... Ачине вăхăтсăр çуратнă. Виçĕ кун ăнран кайса выртнă. Ăна ачине те кăтартман, кăкăрĕ çумне чăмăртама та ирĕк паман. Славик эрех ĕçсе пынă, хĕрарăм ăна хăваласа янă. Тухтăр арçын ача вилнĕ тесе пĕлтернĕ. Аллăна илсе тухма амăшĕ пынă, Славăпа вĕсем уйрăлнă.

- Ывăлăма кăтартманшăн нумай асаплантăм. Ку вăл йăнăш пулĕ тесе те шухăшларăм, тăвансене канăç памарăм, кÿнтеленсене шырарăм. Каярах чиркĕве кайрăм, ача чунне канлĕх кÿме çурта çутрăм.

Славăпа вĕсем каярах каллех пĕрле пурăнма пуçланă. Тепĕр чухне çĕрлесерен хĕрарăм чунтанах хурланса ларнă: «Ывăлăмăр халь 2 çул тултаратчĕ ĕнтĕ... 3 çул, 4...» «Ан асаплан, тархасшăн!» - хуравланă мăшăрĕ. Славăн ашшĕпе амăшĕ Израиле пурăнма куçнă. Упăшки вĕсене курма кайнă - çакăн хыççăн хăй те ют çĕр-шыва куçасси пирки калаçу пуçарнă. Документсем пухнă вăхăтра Израильте упăшкин амăшĕ чирлесе ÿкнĕ, ăна инсульт пулнă. Çакăнпа пĕр вăхăтрах Нальчикре Аллăн ашшĕпе амăшĕ те аптăранă. Иккĕшĕ те тăванĕсене пăрахайман. Çапла уйрăлнă та...

Хĕрарăм тепĕр хут качча тухнă. Уйрăлнă. Ашшĕ-амăшне, ытти тăванне пытарнă, чирлĕ пиччĕшĕпе иккĕшех юлнă. Пĕчĕк хваттерне унпа пĕрле пайланă.

«Аш арманĕ»

110 çын, ыттисенчен уйăрнă çичĕ ушкăн, «сыввисем пулман унта, аш арманĕ». Андрейăн - церебраллă шалкăм чирĕ, çавна пула ăна ача çуратмалли çуртран тÿрех хысна учрежденине панă. Мĕн ас туса юлнă-ха вăл? 7 çулта урисене операци тунине /çапах та вĕсем çав-çавах тÿрĕ пулайман/. Çĕнĕ çул вăхăтĕнчи уявсене* ача çуртĕнчи купăста яшки шăршине* ачасемпе чÿречеренех тухса тарса Кабарда тăрăх эрни-эрнипе çÿренине* ушкăнри 24 арçын ачана пăхакан няня куçне хупмасăрах çывăрнине... Ача çурчĕн директорне. Вăл амăшĕн адресĕпе /ача çуратмалли çуртра панă карточкăра сыхланса юлнă/ çыру çырма чарнă. Çак çырусем пĕрин хыççăн тепри каялла килнĕ - каярах çеç ача ку çурта пăснине пĕлнĕ... Час-часах вăл амăшне куç умне кăларса тăратнă: мĕнлерех унăн кăмăлĕ, сасси, çÿçĕ мĕн тĕслĕ... Ашшĕне курасса ĕмĕтленмен те.

Каччă хăй компьютер илесшĕн пулнине лайăх ас тăвать. Техника лавккинче консультантра ĕçлесе туяннă ăна. Ача çуртĕнчи пуçлăхсем унăн хăй тĕллĕн пурăнас ĕмĕтне касса татнă пекех аркатнă /тăлăха хваттер пани вĕсене нимĕнле усă та кÿмен/: «Пĕччен пурăнасшăн-и? Кама кирлĕ эсĕ? Сана тухсанах вĕлереççĕ! Пенси укçине алла памăпăр!» 25 çул тултарсан ăна психоневрологи интернатне куçарнă, «явап тытма пултараймасть» диагноз лартнă.

Ача çуртĕнче ăна Андрей тесе чĕннĕ. Хушамачĕ амăшĕн - Гузев. Вăл хирĕç тăнă. Çынсем ун патнелле туртăннă. Каччă шăв-шав çĕкленĕ, хăйĕн ыйтăвне татса пама вырăнти прессăна явăçтарнă. Тÿрех мар пулин те опекунсен çемйинче пурăнма ирĕк панă. Ирĕке тухсанах «Жди меня» телекăларăма çыру çырнă. Хысна стенисем, чунсăр çынсем - унри ĕненĕве, шанчăка, юратăва нимĕн те тĕп тăвайман. Мускавран тепĕр эрнерен шăнкăравланă: «Эпир ăна тупрăмăр». Нальчикре вĕсем çак çулсенче юнашарах пурăннă темелле...

Çав кунхинех Алла хваттерĕнче те шăнкăрав янăраса кайнă.

- Эпĕ нумай вăхăт ĕненмерĕм. Андрей хăй шăнкăравласан эпир 40 минут нимĕн те калаçаймарăмăр, макăртăмăр çеç. «Пыратăп!» - теме çеç пултартăм, анчах та ун чухне каç пулнăччĕ, 10 сехетчĕ. Тепĕр кунхине ывăлăм патне вĕçсе тенĕ пек çитрĕм.

Акă 4 уйăх ĕнтĕ вĕсем пĕрле. Паллашусен сайтĕнче ашшĕн, тир-сăран закройщикĕн, анкетине тупнă. Шăнкăравланă. Вăл çав тери телейлĕ. Раштав уйăхĕнче Израильтен Нальчике вĕçсе килнĕ.

- Аэропортрах эпĕ Слава ывăлăм патне кăна мар, ман пата та килнине те ăнлантăм...

Вĕсем документсем пухаççĕ - кăштахран çемье Израиле пурăнма куçать, Слава унта Андрей валли тухтăрсем тупнă.

 

/«Аргументы и факты»/

Полина ИВАНУШКИНА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.