23,5 миллион тенкĕ – эмелпе тивĕçтерме

12 Юпа, 2016

Раççей Правительствин хушăвĕпе граждансене эмелсемпе тивĕçтерессине лайăхлатмашкăн РФ Сывлăх сыхлавĕн министерствине 3,8 миллиард тенкĕлĕх бюджет ассигнованийĕсем уйăрса параççĕ. Çав шутра — социаллă пулăшу ĕçĕсен пуххин шучĕпе патшалăхăн социаллă пулăшăвĕпе усă курмалли право пур çынсем валли. Çывăх вăхăтра Чăваш Ене халăха эмелсемпе тивĕçтермелли уйрăм полномочисене пурнăçлама бюджетсен хушшинчи 23517,8 миллион тенкĕлĕх трансфертсем килĕç.

Çак укçана федераци бюджетĕнче РФ Правительствин Раççей Федерацийĕн 2016 çулхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн тăнăçлăхне тивĕçтермелли ĕçсен планĕпе килĕшÿллĕн пăхса хăварнă. Йышăну социаллă пулăшу ĕçĕсен пуххин шучĕпе патшалăхăн социаллă пулăшăвĕпе усă курмалли право пур граждансене эмелсемпе тивĕçтерессин шайне упраса хăварма май парĕ.

Хальхи вăхăтра Чăваш Республикинче 85,4 пин инвалид пурăнать, çав шутра 26,5 пинĕшĕн çăмăллăхлă майпа эмелсем илмелли право пур. ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерстви палăртнă тăрăх — юлашки икĕ çулта социаллă пулăшу ĕçĕсен пуххин шучĕпе эмел препарачĕсене тÿлевсĕр илмелли правăна упраса хăварнă граждансен шучĕ ÿссе пырать. Калăпăр, 2016 çулта эмелсемпе тивĕçтерессине суйласа илнисен йышĕ 271 çын чухлĕ хушăннă.