2015 çулăн иккĕмĕш çурринче пирĕн мĕн кĕтмелле?
23 Jul, 2015

Хăрушă тапхăр иртсе кайнă

Çулталăкăн пĕрремĕш çурри кăмăллах мар кĕт-менлĕх нумай илсе килчĕ. Маларах палăртнă пекех, укçа эпир кĕтнинчен вăйлăрах йÿнелчĕ. Ĕçсĕррисен йышĕ ÿсрĕ...

Ку çулăн иккĕмĕш çурринче пулăмсем лайăхрах енне улшăнса пырĕç. Паллах, çутçанталăкри, политикăри, экономикăри чăрмавсемсĕр иртмĕ.

Ыйтусене вăйпа татса парас кăмăл чакса пырĕ. Çĕр çинчи тăнăçлăх çинчен калаçма иртерех пулин те патшалăхсен хушшинчи хутшăнусене сывă ăстăна тĕпе хурса йĕркелеме вăхăт.

Экономика тата чрезвычайлă лару-тăру

Финанс рынокĕсенчи пăлхану, евро курсĕ палăрмаллах чакни, Европа экономикине шанма пăрахни - çаксем пурте пĕтĕм тĕнчене витĕм кÿрĕç. Çав шутра Раççее те. Тенкĕ курсĕ улшăнса çеç тăрать. Чăн та, лару-тăру хăвăрт йĕркеленет. Сентябрь çурри тĕлнелле финанс тĕлĕшĕнчи çил-тăвăл тамалать. Пĕтĕмĕшле илсен Европа валюти вăйсăрланса пырĕ.

Çулла харăсах темиçе вырăнта шахтăсенче пысăк аварисем пулма пултараççĕ, çĕр чĕтренес, вулкан тухас хăрушлăх пур. Çурçĕр Америкăра, Австралире тата, шел те, Раççейре те пысăк пушарсем пулĕç. Пĕр хулана шыв илес хăрушлăх пысăк. Америкăри Пĕрлешÿллĕ Штатсенче техноген инкекĕ пуласран асăрханмалла.

Çар çыннисен витĕмĕ вăйсăрланĕ

Çулталăкăн иккĕмĕш çурринче çĕршывсене ертсе пыракансем пĕр-пĕринпе калаçусем ытларах ирттерме пуçлĕç, планета çинчи пĕтĕмĕшле политика пурнăçĕ те лăпкăрах пулĕ. Чăн та, Раççее яланхи пекех асăрхаттарма, вĕрентме пăхĕç. Çапах та пĕтĕмĕшле илсен тĕнчере çар çыннисен витĕмĕ вăйсăрланĕ. Тĕрлĕ патшалăхра пĕрремĕш вырăна майĕпен-майĕпен хуçалăх çыннисем йышăнĕç.

Кÿршĕсен ĕçĕсем

Украина гороскопĕ Донбасра мирлĕ пурнăç пуçланасса хальлĕхе шантармасть. Хальхи ертÿçĕсем влаçа хăйсен çирĕп аллинче тытаççĕ. Çĕнĕ майдан кĕтмелли çук-ха. Çулталăк вĕçлениччен. Порошенко, Яценюк, Турчинов хăйсен креслисем çинче лăпкăнах ларма пултараççĕ. Анчах та декабрьте оппозиционерсем влаç хăтланăвĕсенчен ывăнса çитнĕ украинсен çивĕч требованийĕсемпе тухĕç.

Çĕнĕ мирлĕ калаçусем, сентябрь-октябрь уйăхĕсенче иртейсен те, ку хутĕнче те нимсĕрех вĕçленĕç.

Паян кирек мĕн каласан та, Обама администрацийĕ Украина çарне йывăр хĕçпăшал пама йышăнмĕ. Анчах та Анăçран укçа-тенкĕпе пĕрмаях пулăшса тăрĕç. Çитес çулах Порошенко президентран, Яценюк премьертан Анăçри çĕршывсен ертÿçисем тата финансистсем çирĕп ыйтĕç.

Регионта лару-тăру октябрь тĕлне пушшех те çивĕчленме пултарать.

Раççей тата Хĕвеланăç

2016 çулхи ноябрьте Америкăри Пĕрлешÿллĕ Штатсенче президент суйлавĕ иртĕ. Паян Хиллари Клинтонпа Джеб Буш хăйсен кандидатурисене тăратĕç тесе шутлаççĕ. Хиллари - хăюллă политик, реформăсемшĕн тăрать. Çапах та Бушăн паха енсем ытларах. Çирĕппĕнех çакна калама пулать - енчен те Буш хăйĕн кандидатурине илмерĕ-тĕк Тăрăхла çаврака пÿлĕм хуçи вăл пулĕ. Пирĕн çĕршывшăн ку вариант вырăнлăрах.

Барак Обамăна илес-тĕк кăçал кĕркунне унăн йывăр тĕрĕслев витĕр тухма тивĕ. АПШра йĕркесĕрлĕх пуçланас хăрушлăх пур. Обама çĕршыв историне чи вăйсăр, никамах та хисеплемен президент пек кĕрсе юлĕ.

Раççей гороскопĕнчен курăнать ĕнтĕ, август уйăхĕнчен Хĕвеланăçпа хирĕçтăрăвăн çĕнĕ тапхăрĕ пуçланать. Пире тахçанхи пĕчĕк йăнăшсене те аса илтерĕç. Раççей ертÿлĕхне кирек мĕнле сăлтавпа та тÿрре тухма хистĕç. Раççее хирĕç пĕрлехи вăйпа тухма АПШ администрацийĕ Европа ертÿçисене вĕскĕртсе тăрĕ.

Ăслăлăхри çĕнĕ хыпарсем

Космос карапĕсен ăнăçсăр вĕçевĕсене кĕтме пулать. Çĕртен инçетре ĕçлекен тĕпчев аппарачĕсенчен пĕри нихăçан кĕтмен информаци пама пултарать. Е тата ăсчахсем Галактикăра эпир кăна маррине çирĕплетĕç.

Октябрьте аркату кÿрекен компьютер вирусĕ аталанас хăрушлăх ÿсĕ. Вăл пулăшнипе хакерсем финанс центрĕсен, пысăк промышленноç объекчĕсен ĕçне чарса лартма е юрăхсăра кăларма та пултарĕç.

Асра тытма

Календарьте икĕ куна паллă тăвăр.

Сентябрĕн 13-мĕшĕнче Хĕр паллинче Хĕвел тĕт-тĕмленĕ, сентябрĕн 28-мĕшĕнче - Тараса паллинче Уйăх. Пĕрремĕш тĕс-лĕхре çакă çĕр тата шыв паллисемпе çуралнисене, иккĕмĕшĕнче вут тата сывлăш паллисемпе çут тĕнчене килнисене вăйлă витĕм кÿрĕ.

Хĕвел е Уйăх тĕттĕмлениччен пĕр эрне малтан тата кайран харпăр хăйне хытă упрамалла. Вак-тĕвекшĕнех пăшăрханма кирлĕ мар. Виçине пăхмасăр ĕçлеме юрамасть. Çывăх çынсем пирки ытларах шухăшлама тăрăшăр. Çак тапхăрсенче çие хăварма та юрамасть. Пысăк япала туянма, ĕçе вырнаçма, пĕр-пĕр çĕнĕ ĕç пуçлама та ку вăхăтсем ăнăçсăр.

Антон ТУТАЕВ,

астролог.