15-16 çулти арçын ачасем самбо ăмăртăвне пухăннă

16 Пуш, 2018

Олимп резервĕсен 10-мĕш спорт шкулĕнче 15-16 çулти арçын ачасен хушшинче самбо ăмăртăвĕ иртнĕ. Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Çĕрпÿ, Етĕрне хулисенчен, Вăрмар поселокĕнчен, Тăвай салинчен 130 çамрăк самбист хутшăннă.

Тупăшу 10 виçе категорийĕнче иртнĕ. 42 килограмлисен хушшинче Глеб Голов («Спартак» спорт шкулĕ), 46 килограмлисен хушшинче Алексей Арапов («Бульдозер» самбопа дзюдо клубĕ), 50 килограмлисен хушшинче Даниил Данилов (Олимп резервĕсен 10-мĕш спорт шкулĕ), 55 килограмлисен хушшинче Артемий Васильев (Олимп резервĕсен 10-мĕш спорт шкулĕ), 60 килограмлисен хушшинче Максим Одинцов (Олимп резервĕсен 10-мĕш спорт шкулĕ), 66 килограмлисен хушшинче Дмитрий Павлов («Спартак» спорт шкулĕ), 72 килограмлисен хушшинче Никита Александров («Спартак» спорт шкулĕ), 78 килограмлисен хушшинче Алексей Широкин («Спартак» спорт шкулĕ), 84 килограмлисен хушшинче Кирилл Капитонов (Олимп резервĕсен 10-мĕш спорт шкулĕ). 84 килограмран ытларах виçе категорийĕнче Юрий Пушкин («Спартак» спорт шкулĕ) çĕнтернĕ.

 

Рубрика: 
Теги: 

Комментари хушас