100 проценчĕпех хатĕр

24 Çурла, 2016

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕнер РФ вице-премьерĕ Ольга Голодец видеоселектор мелĕпе ирттернĕ пĕтĕм Раççейри канашлăва хутшăннă. Унта шкулсене çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрлессипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă.

Ольга Голодец пĕлтернĕ тăрăх — çĕршывĕпе шкулсен 90% вĕренÿ çулне пуçлама хатĕр. Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче 14,1 миллион ача парта хушшине ларĕ. Çав шутра 1,6 миллион /2015 çулхинчен 10% нумайрах/ — пĕрремĕш классем. Вице-премьер вĕрентÿ тытăмĕнче ĕçлекенсен шалăвĕпе, шкулсен хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă ыйтусем тĕлĕшпе уйрăмах тимлĕ пулмалли пирки асăрхаттарнă.

Михаил Игнатьев республикăри мĕнпур вĕренÿ организацийĕнче полици чĕнмелли кнопкăсем пуррине, пушартан сыхланмалли хатĕрсемпе туллин тивĕçтернине палăртнă, шкулсенче видеосăнав камерисем вырнаçтараççĕ.

Шкулсене çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрлессине республика ертÿçисем сăнасах тăраççĕ. Кăçал Чăваш Енре пĕрремĕш класа 14729 ача каять — пĕлтĕрхинчен 625 ача нумайрах. Пĕтĕмпе вара пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан организацисенче 129633 ача вĕренĕ.

Вĕренÿ министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Светлана Петрова пĕлтернĕ тăрăх — авăн уйăхĕн пĕрремĕшĕнче Чăваш Енре 999 вĕренÿ организацийĕн алăкĕсем уçăлĕç. МЧСăн республикăри тĕп управленийĕн пуçлăхĕ Станислав Антонов юлашки çулсенче шкулсен вĕренÿ çулне пуçлассипе çыхăннă хатĕрлĕхĕ тĕлĕшпе пысăк чăрмавсем çуккине çирĕплетнĕ: "Пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтерес енĕпе пирĕн шкулсем çÿллĕ шайра. Шкулсен 100% ачасене йышăнма хатĕр", — тенĕ вăл.

Рубрика: